Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.6 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ситова Валентина Петровна

Ситова Валентина Петровна — чӑваш театр актриси. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1998), Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ (2005), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2019). Литература тата ӳнер енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх премийӗн лауреачӗ (2004).

Пурнӑҫӗ

Валентина Петровна Ситова 1960 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш АССР-ӗн Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ.

1983 ҫулта вӑл М. С. Щепкин ячӗллӗ Мускаври театр училищине (Чӑваш актёр студийӗ, В. К. Смирнов курсӗ) вӗренсе пӗтернӗ. Вӗренсе тухсан К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ӗҫлеме кӗнӗ, унта вӑл паянхи кун та вӑй хурать.

Пултарулӑх ҫулӗсенче вӑл тӗрлӗ хӗрарӑм сӑнарне калӑпланӑ, вырӑс, чӑваш тата ют ҫӗршыв классикӗсен хайлавӗсем тӑрӑх лартнӑ спектакльсенче 40 ытла сӑнар вылянӑ.

Пултарулӑхӗ

Валентина Ситовӑн чи паллӑ ролӗсем:

  • Л. Н. Толстойӑн «Ҫын куҫҫулӗ ҫӗре ӳкмест» (Власть тьмы) спектаклӗнче — Акулина;
  • Ф. М. Достоевскийӗн «Идиот» романӗ тӑрӑх лартнӑ «Юрату мар ку – чир» спектакльте — Настасья Филипповна;
  • П. Н. Осиповӑн «Айдар» спектаклӗнче — Пинерпи;
  • Н. В. Угаринӑн «Тӗпсӗр сӑпкари ача сасси» (Крик ребёнка из колыбели) спектаклӗнче — Надя;
  • Ф. П. Павловӑн «Ялта» (В деревне) спектаклӗнче — Пӑрчӑкан;
  • Я. Райнисӑн «Вӗр, вӑштӑр ҫил!» (Вей, ветерок!) спектаклӗнче — Амӑшӗ;
  • А. А. Тарасовӑн «Инҫет телей ҫути» (Свет далёкого счастья) спектаклӗнче — Лиза.

«Инҫет телей ҫути» спектакльти Лиза ролӗ актрисӑшӑн чи ӑнӑҫлисенчен пӗри пулнӑ, ҫакӑншӑн вӑл Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх премине тивӗҫнӗ.

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1998);
  • Литература тата ӳнер енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх премийӗн лауреачӗ (2004);
  • Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ (2005);
  • Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2019).


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-07-27 22:59:01 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 20 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем